Упнер — Кӗҫӗн Ҫавал юппи. Упнер ялӗ патӗнче пуҫланать те Ҫавалкасси патӗнче Кӗҫӗн Ҫавала юхса кӗрет.
Юханшыв хӗрринче ҫак ялсем лараҫҫӗ: Упнер, Кивӗ Яхакасси, Ҫӗнӗ Яхакасси. Вӑрнар посёлокӗ те ку юханшывран инҫех мар вырнаҫнӑ.